Ҫӗнӗ Шупашкарта экоаллея уҫӑлни пирки унчченех пӗлтернӗччӗ. Масӑллӑ информации хатӗрӗсем кун пирки чылай ҫырчӗҫ, халӗ ҫав вырӑна вандалсенчен сыхламаллине те асӑрхаттарчӗҫ.
Шел те, ҫак кунсенче экоаллейӑри палӑксем ӳкнӗ. Те ӳкнӗ… Ҫирӗплетсе калама ҫук. Ҫак кунсенче пӑрлӑ ҫумӑр ҫурӗ, ҫил вӑйлӑ пулчӗ те МИХсем палӑксем ӳкнин сӑлтавне тӗрлӗрен ӑнлантараҫҫӗ.
Пӗрисем ӑна вандалсем тӳнтернӗ теҫҫӗ. Теприсен шухӑшӗпе, вӗсем ҫиле пула ӳкнӗ. Кун пирки «Ҫыхӑнура» канашлура та тавлашаҫҫӗ. Унта икӗ тӗрлӗ ҫирӗплетеҫҫӗ.
Ку вандалсен ӗҫӗ-и е ҫанталӑк «хӑланӑвӗ»-и — калама ҫук, анчах палӑксене юпан 19-мӗшӗнчи каҫ тӗлне каялла вырнаҫтарса лартнӑ.
Юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш наци телекуравӗ 3 ҫул тултарнӑ. Ҫак тапхӑрта республика ҫыннисем патне тележурналистсем тӗрлӗ кӑларӑм илсе ҫитернӗ.
Телекурав пурнӑҫа терлӗ енлӗн ҫутатма тӑрӑшать: экономика, социаллӑ ыйту, спорт, культура… Пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче телекурав анлӑрах сарӑлма тытӑннӑ. Халӗ Наци телекуравне Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Канашра, Сӗнтӗрвӑрринче, Куславккара, Ҫӗрпӳре, Кӳкеҫре, Тӗрлемесре, Сӑнав поселокӗнче курма пултараҫҫӗ.
Ҫитес вӑхӑтра телекурава Улатӑра, Ҫӗмӗрлене, Етӗрнене, Вӑрнара, Йӗпреҫе илсе ҫитересшӗн. Халӗ вара Наци телекуравне пурте тӗнче тетелӗнче курма пултараҫҫӗ.
«Ҫумӑр» мим-театр сцени ҫинче Чулхула артисчӗсем спектакль пӗрремӗш хут кӑтартнӑ. Олег Бурлаков режиссер Ҫӗнӗ Шупашкара ачасем валли «Тӗлӗнтермӗш ҫулӗ» постановка илсе килнӗ.
Сюжет ансат. Артистсен труппи кивӗ фургонта пырать, ӑнсӑртран полицейский ҫине кӗрсе каять. Фургона ыйхӑллӑ ӗне туртать. Айӑпран хӑтӑлас тесе вӗсем «цирк» кӑтартаҫҫӗ.
Актерсем труппӑра тӗрлӗрен. Вӗсем кашни расна ҫӗрте вӗреннӗ. Кашнин — хӑйӗн пултарулӑхӗ. «Ҫумӑр» мим-театр режиссерӗ Чулхула артисчӗсене Ҫӗнӗ Шупашкара ахальтен чӗнмен — вӗсем иккӗшӗ те пӗр жанрпа — пантомимӑпа — ӗҫлеҫҫӗ.
Чулхула артисчӗсен гастролӗ вӗҫленнӗ. Анчах шупашкарсемпе ҫӗнӗ шупашкарсене урӑх парне кӗтет: клоунада, пантомима, пластика фестивалӗ.
Республикӑра юпан 18–20-мӗшӗсенче Айхи кунӗсем иртӗҫ. Ӑна Чӑваш Енри «Айхи фончӗ» общество организацийӗ йӗркелет. Ҫак ӗҫе Ҫӗнӗ Шупашкарти Ю.Гагарин ячӗллӗ тӗп вулавӑш та хутшӑнӗ.
Айхи кунӗсенче ЧР Наци вулавӑшӗнче чӑваш халӑх поэчӗ ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятисем иртӗҫ. ЧР Информполитика министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак кунсенче Ҫӗнӗ Шупашкарти Ю.Гагарин ячӗллӗ тӗп вулавӑшӑн «Кӗнеке-пурнӑҫ: Геннадий Айхин Чӑвашри кунӗсем» проект пурнӑҫа кӗрӗ. Вӑл кӑҫал ЧР Элтеперӗн грантне ҫӗнсе илнӗ.
Айхи кунӗсем юпан 18-мӗшӗнче ЧР Наци вулавӑшӗнче пресс-конференцирен пуҫланӗ (12 сехетре). Ҫак кун Игорь Макаревич, Владимир Пики, Владимир Коновалов сӑнӳкерчӗкӗсен куравӗ ӗҫлеме тытӑнӗ. Кунсӑр пуҫне кӗнеке хӑтлавӗсем иртӗҫ. Наталия Азаровӑпа Татьяна Грауз поэтӑн «Расположение счастья» кӗнекине, Арсен Мирзаев Геннадий Айхи пирки аса илнӗ кӗнекене, Борис Чиндыков «Gennadi Ajhi «ŞICHӖ SӐVӐ» кӗнекене хӑтлӗҫ.
Иккӗмӗш кун Г.Айхин 12 чӗлхепе тухнӑ «Мир Сильвии» кӗнекине хӑтлӗҫ, ҫак кӗнекен ӳнерҫин Анастасия Новиковӑн куравӗ уҫӑлӗ.
Юпан 6-мӗшӗнче «Атӑл» кинотеатрта «Куратор» фильмӑн премьери пулнӑ. Ӑна Владимир Синяев режиссер ӳкернӗ, Шупашкарти механикӑпа технологи техникумӗн студенчӗсем тӗп рольсене вылянӑ.
Фильмра Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн студенчӗсем, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар ҫыннисем те хутшӑннӑ. Куратор рольне техникум вӗрентекенӗ Владимир Купцов вылянӑ.
Тулли метражлӑ фильм — колледж студенчӗсем тата вӗсен наставникӗсем пирки. Ӑна ҫулталӑк каяллах ӳкерме тытӑннӑ.
Фильма курнӑ 200 ҫын ӑна лайӑх хак панӑ. Ҫитес вӑхӑтра унпа ыттисем те паллашма пултарӗҫ-тӗр. Ӑна Чӑваш Енри телеканалсенчен пӗринче кӑтартасшӑн.
Юпан 7-11-мӗшӗсенче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗ Калмӑк Республикинчи Элиста хулине гастроле кайнӑ. Артистсем ачасене тата аслисене спектакльсем кӑтартӗҫ: «Один дома», «Собаки», «Суя пурнӑҫ», «Тӑм тивнӗ чечексем».
Юпан 7-мӗшӗнче Б.Басанов ячӗллӗ наци драма театрӗнче гастрольсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Чӑвашсене калмӑксем наци йӑли-йӗркипе килӗшӳллӗн кӗтсе илнӗ.
Ҫамрӑксен театрӗн директорне Елене Николаевӑна наци тӗрриллӗ шурӑ алшӑлли парнеленӗ. Ку тасалӑх тата ӑс палли-мӗн. Пирӗн артистсем вара вӗсене наци пуканисене парнеленӗ. Куракансемшӗн Иосиф Дмитриев хатӗрленӗ «Лгунья» постановка чӑн-чӑн парне пулнӑ.
Б.Басанов ячӗллӗ наци драма театрӗ вара Чӑваш Енре юпан 20–24-мӗшӗсенче пулӗ, Шупашкарта, Канашра, Ҫӗмӗрлере, Ҫӗнӗ Шупашкарта спектакльсем кӑтартӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн лавне туртма республикӑн Ҫурт-йӗр инспекцийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ Олег Бирюкова шаннӑ.
Инспектор тени Бирюков хулана ертсе пырассинче ҫӗнӗ ҫын тенине вуҫех те пӗлтермест. Унччен вӑл Шупашкарӑн Йӑлӑмри управленийӗнче пуҫлӑхра тӑрӑшнӑ, республикӑн тӗп хулин Мускав районӗнче администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗнче ӗҫленӗ. 2008 ҫулхи ака уйӑхӗнче ӑна Шупашкарӑн Калинин район администрацийӗн пуҫлӑхне суйланӑ. Ҫак тилхепене вӑл кӑҫалхи кӑрлач таран, маларах асӑннӑ инспекци пуҫлӑхне лартиччен, тимленӗ.
Бирюковсӑр пуҫне Ҫӗнӗ Шупашкара ертсе пырас тесе чӑваш парламенчӗн депутачӗ Владимир Михайлов («Чӑнлӑхшӑн Раҫҫей» фракции пайташӗ), асӑннӑ хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Сергей Оспиенко тата Сергей Иванов ҫар пенсионерӗ заявлени тӑратнӑ. Анчах конкурс комиссийӗ пӗр шухӑшлӑн Бирюков кандидатурине ырланӑ.
Ӗнер Чӑваш Ене ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин килсе ҫитнӗ. Паян вӑл Шупашкарта Физкультурӑпа спорта аталантарассипе ӗҫлекен канаш ларӑвне ертсе пынӑ. Унччен вӑл Пӗтӗм тӗнчери спорт канашлӑвне хутшӑннӑ. Унта спорт резервне хатӗрлессине, ӗҫе тата хӳтӗленӗве хатӗр комплекса чӗртсе тӑратассине, Раҫҫейре ирттермелли пысӑк спорт мероприятийӗсене сӳтсе явнӑ. Форума хамӑр ҫӗршыври тата чикӗ леш енчи 20 ҫӗршыври 2 пин ытла специалист ҫитнӗ.
Унсӑр пуҫне Владимир Путин Олимп резервӗллӗ ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорт шкулӗне ҫитнӗ, 2014 ҫулта ҫамрӑксен ҫуллахи Олимп вӑййисене хутшӑннӑ Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командипе тӗл пулнӑ.
Сӑнсем (5)
Кӑҫал авӑн уйӑхӗн васкавлӑ медпулӑшу паркне ҫӗнетнӗччӗ. Ун чухне 39 урапа Шупашкара, Ҫӗнӗ Шупашкара лекнӗччӗ. Вӗсене хыснари укҫапа туянмаҫҫӗ.
Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ ҫӗнӗ урапасен уҫҫине тыттарнӑ. Вӗсем Ҫӗрпӳ, Красноармейски, Канаш, Тӑвай районӗсенче, Канаш хулинче ӗҫлӗҫ. ЧР Сывлӑх министрӗ Алла Самойлова каланӑ тӑрӑх, вӗсем лайӑхах ӗҫлеҫҫӗ. Республикӑри васкавлӑ медпулӑшу станцийӗн тӗп тухтӑрӗ Алексей Федоров автомобильсем сахал ҫӗмӗрӗлнине, вырӑна 20 минутра ҫитнине палӑртнӑ. «Пӑкӑсем» пулнӑ чухне ҫеҫ кӑшт кая юлаҫҫӗ-мӗн.
Ҫӗнӗ урапасем хӑтлӑ, ӑшӑ. Вӗсене кондиционерсемпе тата сигнал тытӑмӗпе тивӗҫтернӗ. Алла Самойлова каланӑ тӑрӑх, васкавлӑ медпулӑшӑвӑн ҫӗнӗ автомобилӗсене Ҫӗмӗрлене тата Улатӑра яма палӑртнӑ.
Хальхи вӑхӑтра хваттер тара парса пурӑнакансем питӗ нумай. Республикӑра ун йышшисем 2,8 пин ытла тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пӗр пӳлӗмлӗ хваттершӗн уйӑхне вӑтамран 7,7 пин тенкӗ ыйтаҫҫӗ, иккӗллишӗн — 10 пин тенкӗ. Ку цифрӑсене ҫак эрнери правительство ларӑвӗнче асӑннӑ.
Республикӑн Стройминӗн специалисчӗсем тара парасси ҫинчен калакан пӗлтерӳсене 1,9 пин ытла асӑрханӑ иккен. Ҫав шутран 80 проценчӗ Шупашкара пырса тивет, 17 проценчӗ — Ҫӗнӗ Шупашкара. Кунсӑр пуҫне ҫурт-йӗре сехетлӗхе, талӑклӑха тара паракансем йышлӑ. Тепӗр майлӑ каласан, ҫынсем ҫапла майпа услам туса пурӑнаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсем налук тӳлемеҫҫӗ. Налук тӳлес пулсан хула администрацийӗн хыснине ҫулталӑкне 80–100 миллион тенкӗ таран хушма укҫа кӗмелле.
Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн шучӗпе ку енпе мунципалитет влаҫӗсен управляющи компанисемпе тата ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисен юлташлӑхӗсемпе пӗрле пулса ӗҫлемелле. Депутасен те ку енпе хастартарах пулмалла. Тара паракансем пирки пӗлтерме шанчӑк телефонӗсем туни те пӑсас ҫук.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |